Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калаçу — сĕт хакĕ тавра

Калаçу — сĕт хакĕ тавра

2022 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри ялсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенчен сĕт туянакан юридика сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем чĕр тавара 23-28 тенкĕпе туяннă, кăçал вара 1 килограмм сĕт хакĕ 20-23 тенкĕ анчах. Пирĕн округра çеç мар, республикăра, Раççейри ытти регионсенче те юлашки вăхăтра сĕт йỹнелсех пырать.

Ял çыннине пулăшассине — чĕр таварăн сутлăх хакне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тата уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвăнакан ĕне выльăхсен хисепне сыхласа хăварас ыйтусене Чăваш Ен Правительстви шайĕнче сỹтсе явни те тĕрĕс. Çак вăхăтшăн вăл питех те кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлекен «Вăрнарти СОМ завод» директорĕпе — Федор Волковпа, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе тата вырăнсенче сĕт пухакан хăш-пĕр уйрăм предпринимательсемпе куçа-куçăн тĕл пулсан та калаçу çакăн пирки пычĕ. Пĕр-пĕрин шухăшне пĕлни вара тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума хистерĕ. Промышленность таварĕсем, тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем çав-çавах тĕлли-паллисĕр ỹссе пынă вăхăтра сĕтĕн сутлăх хакĕ чакни ял çыннин кăмăлне хуçать, паллах, çакă вĕсен малашлăхра тăрăшса ĕçлес хавхаланăвне те чакаратех. Сĕт туса илсе сутнинчен хушма укçа-тенкĕ алла илессишĕн, çапла майпа хуçалăха тата çирĕплетессишĕн ырми-канми вăй хуракан ял çынни чĕр тавара мĕншĕн тивĕçлĕ хакпа сутаймасть? Чăннипех, шухăша яракан ыйту. Округ администрацийĕн пуçлăхне те сĕтĕн сутлăх хакĕ малалла та хальхи пек йỹнĕ пулсан сăвăнакан ĕнесен хисепĕ чакма пултарни сисчĕвлентерчĕ. Ял çыннисем те, паллах, сĕт хакланасса кĕтеççĕ. Чылай çемьешĕн вăл — тĕп тупăш çăл куçĕ. Тепĕр енчен илсен те, ĕне пысăк выльăх шутланнăран, ăна хĕл каçарас тесен çемьен çу каçипе лăш курмасăр ĕçлемелле. Унсăр пуçне, тырри-пуллине, чылай чухне утă-улăмне те укçа парса туянма тивет.

Хальхи вăхăтра округĕпе илсен 5700-е яхăн пуç сăвăнакан ĕне шутланать. Çав хисепрен 2186-шĕ — уйрăм хуçалăхсенче, 2776-шĕ — ял хуçалăх предприятийĕсенче, 737-шĕ — хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Ял хуçалăх организацийĕсем куллен 51 тонна, уйрăм çынсем 25 тонна сĕт сутаççĕ. Округ территорийĕнче 18 юридика сăпачĕпе уйрăм предприниматель сĕт пухассипе тимлет. Хаксем тивĕçтерменнине пула çынсем пĕрин хыççăн тепри ĕне усрама пăрахсан предпринимателĕн ĕçĕ те чакма, кĕсйи çỹхелме пултарĕ.

Сăмах çине сăмах. «Вăрнарти СОМ завод» директорĕ Ф.Волков тата сĕт пухакан уйрăм предпринимательсем халăхран туянакан чĕр тавар пур чухне те пахалăхĕ тĕлĕшĕпе тивĕçтерменни пирки чарăнса тăчĕç. Лабораторири тĕплĕ тĕрĕслевре сĕте шыв хутăштарнин, е тата, ĕнесене тĕрлĕ чир-чĕртен сиплеме антибиотиксемпе усă курнă хыççăнах сĕте апат-çимĕçре усă курма сутнин тĕслĕхĕсем çирĕпленеççĕ. Тепĕр чухне пĕр çын çăмăлттайлăхне кура пичкери пĕтĕм сĕт сая кайма, ĕçлесе хатĕрлеме юрăхсăра тухма пултарать.

Сĕт нумай чухне — çуркуннепе çуллахи тапхăрта чĕр тавар хакĕ ытти чухне те вăхăтлăха йỹнелнĕ, анчах лару-тăрăва пăхмасăр, нумай ял çынни халĕ те «ĕне çемьене тăрантарать» текен ĕлĕкрен пыракан шухăша асра тытать. Ялсенче 2-3 е унтан та ытларах сăвăнакан ĕне усракансем те сахаллăн пулманнине пĕлетпĕр. Хăйсем тĕллĕн ĕçлесе сĕтлĕ ĕне выльăх усрама шут тытнă çынсене вара иртнĕ çултан тытăнса вăя кĕнĕ патшалăх шайĕнчи «Самозанятость» программа та хавхалантарма тивĕçлĕ. Сăмах май каласан, Елчĕк муниципалитет округĕнчен палăртнă программăна хутшăнма кăмăл тунисене çак вăхăтчен пурĕ 3 миллион тенке яхăн субсиди уйăрса панă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен, инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова ялта хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсене федераци тата регион шайĕнчи патшалăх пулăшăвĕн çак тĕсĕсем пирки тата тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ: пĕр ĕнешĕн — 5500-7500, аш-какай валли усă куракан ăратлă пĕр ĕнешĕн — 5500, пĕр качакашăн — 500 тенкĕ. Асăннă пулăшăва федераци хыснинчен уйăраççĕ. Малашне сурăх та туянма пулать. Çавăн пекех пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтерсе сутнăшăн та пулăшу параççĕ: 1 тонна пахча çимĕç ỹстерсе сутнăшăн — 2 пин тенкĕ, 1 тонна çĕр улмишĕн 3 пин тенкĕ субсиди илме май пур. Унсăр пуçне, программăна хутшăнакансем регион пулăшăвĕпе те усă курма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, ĕне туянсан 70 пин тенкĕ каялла тавăрса параççĕ. Анчах ĕнен ỹсĕмĕ 4 çултан аслă пулмалла мар. Тăпрара агрохими тĕпчевĕ ирттерме кайнă тăкакăн — 50, минераллă удобрени туяннин — 30, техника оборудованийĕн — 40, хурт-хăмăр ĕрчетме кирлĕ материал илнин — 40, ăратлă вăкăр вăрлăхне туяннин 90 процентне саплаштараççĕ. Анчах та пĕр çынна тивекен субсиди шайĕ 500 пин тенкĕрен иртмелле мар.

…Пĕтĕмлетсе каласан, агропромышленность комплексне тивĕçлĕ шайра аталантарасси — çĕршыв, республика умĕнчи паянхи тĕп тĕллев. Апла пулсан, отрасльти министерство тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан, патшалăха лайăх пахалăхлă сĕтпе тивĕçтерсе тăракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсенче туса илнĕ сĕте тивĕçтерекен хакпа вырнаçтарма пулăшасса шанмалли анчах юлать. Чĕр тавара сутакансен тата ăна туянакансен вара пĕр-пĕринпе калаçса татăлса хаксене йĕркелесе пыма кирлех…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code